Ачасем çемьере çитĕнччĕр

– Ача-пăча ÿстересси чун-чĕре ăшшисĕр пулмасть. Эсир ют çынсем çутă кун парнеленĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем пăхман пепкесене хÿтте илнĕ те – хăвăр çуратман пулсан та чун ăшши парнелетĕр. Тĕрĕссипе, çакă тĕлĕнмелле пулăм. Чăннипех пысăк чĕреллĕ çынсем кăна çакнашкал утăмсем тăваяççĕ. Телее, паян пирĕн республикăра ун пек ырă çемьесем сахал мар, – чуна витермелле туйăмлă çак сăмахсене Михаил Игнатьев июлĕн 8-мĕшĕнче Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнче республикăри ача усрава илнĕ çемьесен 3-мĕш форумĕн пленарлă ларăвĕнче каларĕ.

Форума опекунсемпе попечительсем, ача усрава илнисем, ачана вăхăтлăх усракан ашшĕ-амăшĕ, опекăпа попечительство органĕсен специалисчĕсем, ача çурчĕсен, интернатсен ертÿçисемпе педагогĕсем, ача йышăннă çемьесене пулăшса пыракан кураторсем – пурĕ 500-е яхăн çын – хутшăнчĕç. Хăнасем те – Мускав хулинчен, Пенза облаçĕнчен, Марий Элран – чылаййăн килсе çитнĕ.

Кăнтăрлаччен форум делегачĕсем дискусси лапамĕсенче ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачана çемьене йышăнассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, ют пепкесене воспитани парассипе опыт пухнисем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Кунăн иккĕмĕш çурринче вара пленарлă пуху иртрĕ, ача усрава илнисем хушшинчи «Çемье вучахĕ» конкурса пĕтĕмлетсе çĕнтерÿçĕсене чысларĕç, концерт курса киленчĕç. Форум вăхăтĕнче Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменĕнчи фойере алă ĕçĕсен куравĕ, сывлăх центрĕ, консультаци пункчĕ ĕçлерĕç.

Ют ачана хăйсен хÿттине илнĕ çемьесен йышĕ юлашки 5 çулта 11,7 процент ытларах. Шута илнĕ тăлăхсен, социаллă тăлăхсен 92,3 проценчĕ паян çемьесенче пурăнса воспитани илет. Пилĕк çул каялла вара кăтарту 80,6 процентпа танлашнă. Раççей Федерацийĕнче ача усрава илессипе Чăваш ен – чи ырă тĕслĕх кăтартакан регионсенчен пĕри, хальлĕхе ку енĕпе Пенза облаçне кăна çитейместпĕр-ха.

Çемье – ача çитĕнмелли пĕртен-пĕр юрăхлă хутлăх пулнине форума хутшăннă РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова та, ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ Владимир Ивановпа унăн пĕрремĕш çумĕ Светлана Петрова та, Чăваш Республикинчи Ача прависене хÿтĕлекен уполномоченнăй Вячеслав Рафинов та çирĕплетрĕç.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

 
По теме
25 января ежегодно отмечается День российского студенчества. Накануне праздника делимся данными Минобрнауки России и Минпросвещения России.
Жители республики приносили цветы к стихийному мемориалу в столице Чувашии. Скорбя вместе со всей страной, люди не могли сдержать слез. Одними из первых цветы возложили Олег Николаев и его супруга Наталья Николаева. Фото “Советской Чувашии - Газета Грани Организаторы теракта в “Крокус Сити Холле” планировали посеять панику и разлад среди российских граждан, но встретили единение, заявил 25 марта Президент России Владимир ПУТИН на совещании по мерам,
Газета Грани
«Санитарная авиация» помогает спасать жителей Чувашии - Министерство здравоохранения В Чувашской Республике в рамках инициированного Президентом России Владимиром Путиным Национального проекта «Здравоохранение» продолжается реализация регионального проекта «Развитие системы оказания первичной медико-сани
Министерство здравоохранения
В Чувашии стартует XXVIII Международного балетного фестиваль. - Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела  С   5 по 14 апреля 2024 г. в Чувашском государственном театре оперы и балета «Волга Опера» Минкультуры Чувашии пройдёт XXVIII Международный балетный фестиваль .
Министерство культуры, по делам национальностей и архивного дела