Чĕре сывăмарлăхĕ – харпăр-хăйне упраманнин кăтартăвĕ

Оригинал

Раççей Президенчĕ В.Путин 2015 çулта чĕре-тымар чирĕсемпе пĕтĕм тĕнчипе пĕрле кĕрешме сĕнчĕ. Чăваш Республикинче ку енĕпе мĕнлерех ĕçлеççĕ-ха – çакăн пирки Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин штатра тăман тĕп кардиологĕпе, Республикăри кардиологи диспансерĕн тĕп врачĕпе Татьяна МИЗУРОВАПА калаçатпăр.

– Татьяна Николаевна, Чăваш енре «кардиологи лару-тăрăвĕ» еплерех-ши?

– Шел те, пĕтĕмĕшле тенденципе эпир тĕнче тата çĕршыв тренчĕсенчен уйрăлса тăратпăр. Республикăра чирлекенсен структуринче юн çаврăнăшĕн чирĕсем иккĕмĕш вырăнта. Пĕрремĕшĕнче – сывлав органĕсен çитменлĕхĕ.

Юлашки виçĕ çулта юн çаврăнăшĕн чирĕсем 25,4 процент, халăх чирлесси 28,4 процент ÿснĕ. Çакна диспансеризаци тата профилактика тĕрĕслевĕсен кăтартăвĕсем çирĕплетсе параççĕ.

Патшалăх çынсене хăйсен сывлăхне упрама вĕрентесшĕн, чăваш медикĕсем те ку енĕпе хастар ĕçлеççĕ: 2013–2014 çулсенче диспансеризаци вăхăтĕнче 8 пин ытла çыннăн чĕре-тымар çитменлĕхĕ пулнине палăртнă. Пĕтĕмĕшле илсен республикăри аслă ÿсĕмри кашни улттăмĕш çыннăн юн пусăмĕ пысăк, кашни çиччĕмĕшĕн – пуç мими, кашни вунтăваттăмĕшĕн – чĕрен ишеми чирĕсем.

2014 çулхи диспансеризаци республикăри 100 пин ытла çыннăн инфекцилле мар вăрах чирсем аталанас хăрушлăх пуррине кăтартса панă: тĕрĕс мар апатланни (74,4%), юнри холестерин шайĕ пысăкки (37,1), юн пусăмĕ пысăкки (31,1), ÿт-пĕве çителĕксĕр хускатни (25,5), самăрлăх (14,6), чĕлĕм туртни (13), юнри сахăр шайĕ пысăкки (7), алкоголь ĕçни (5,6 процент). Çакă харпăр-хăй сывлăхĕ тĕлĕшпе преступлени туниех мар-и?

– Путин йышăнăвĕччен пирĕн сывлăх сыхлавĕ çынсем вилессине тата чирлессине чакарассипе системăллă ĕçленĕ-и?

– 2011 çултанпа Чăваш енре сывлăх сыхлавне модернизацилес программа ĕçлеме тытăнчĕ, ун тăрăх федераци пулăшнипе республикăна 4 млрд тенке яхăн укçа килчĕ. Республикăри кардиологи диспансерĕ кăна хаклă оборудовани туянма 160 млн ытла тенке тивĕçрĕ. Малтанхи тапхăрта кирлĕ пулăшу парас тĕллевпе сиплев учрежденисене çĕнĕ техникăпа (ЭКГ, АД-мониторсем, ультрасасăллă оборудовани т.ыт.те) пуянлатрĕç. Диагностика службисене чĕре-тымар чирĕсене палăртма хăватлă техника вырнаçтарчĕç.

Ку çеç те мар, Чăваш енре 2008 çултанпах юн тымар чирĕсен сетьне туса хурассипе ĕçлекен проект пурнăçа кĕни те лайăх результатсем пачĕ. Республикăри клиника больницин никĕсĕ çинче Регионти сосуд центрне туса хунă. Республикăра паян пирвайхи юн тымар уйрăмĕсем çиччĕ (Улатăрта, Канашра, Çĕмĕрлере, Çĕнĕ Шупашкарта тата Шупашкарта виççĕ) ĕçлеççĕ. Çак сете туса хуни 8 пин ытла йывăр чирленĕ çын пурнăçне çăлса хăварма май пачĕ.

2009 çултанпа пациентсене пысăк технологипе пулăшу парасси 30 процент ÿсрĕ, операцисем тăвасси 3 хут. Инфаркт, инсульт илнисене, чĕре-тымар чирĕсемпе операцисем тунисене реабилитацилесси виçĕ тапхăрпа пулса пырать. 600 ытла пациент çулсерен вăй-хăват кĕртмелли сиплев илет.

Кардиохирурги аталанăвĕ пире чирлĕ çынна сыватма тата ун пурнăçне тăсма кăна мар, ун пахалăхне ÿстерме те май парать. Хамăр патра операцисем тунă хыççăн уйăрнă вырăнсене кура малалла сипленме федераллă центрсене яратпăр. Çул укçине те кайран тавăрса параççĕ.

– Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин кăçалхи планĕ ытти çулхисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха?

– Пирĕн министерствăн планĕн хăйĕн уйрăмлăхĕсем. Унта медиксен ĕçĕпе çыхăннă мероприятисен блокне кĕртнĕ: ведомствăсем хушшинчи тата шалти йĕркелÿ мероприятийĕсем, медицина кадрĕсене вĕрентесси, технологисене çĕнетесси, пациентсен реестрне хатĕрлесси, уçă алăксен кунне йĕркелесси, сывă апатлану пÿлĕмĕ тата чĕлĕмпе кĕрешмелли пÿлĕмсене тăвасси, диспансеризаци тĕрĕслевĕн проектне пурнăçласси, чĕре-тымар чирĕсемпе, сывă мар, юн пусăмĕ пысăк пулнипе аптăракан çынсене тупса палăртасси тата вăхăтра сиплесси, чир хăрушлăхĕ пирки адреслă пĕлтересси.

Кăçалтан вара ку планра халăхпа ĕçлесси пысăк вырăн йышăнать. Хăрушлăх факторĕсене «массăна» çитерес тĕллевпе «Сосудный патруль» волонтер юхăмне йĕркелеме, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлакан акцисем ирттерме кĕртнĕ. Муниципалитетсенче шутламалла – граждансене стадионсене явăçтарасси, велоçулсем, çуран утакансен çулĕсене ăçтарах тумаллипе ĕçлемелле.

Сывлăх шкулĕсенче тата артери гипертонийĕн шкулĕсенче харпăр-хăй сывлăхĕ çине тимлĕх уйăрма вĕрентеççĕ. Вĕсем кашни сиплев учрежденийĕнчех пур. Унти занятисене кашни çын килме пултарать. Кирлĕ шкул тата унăн расписанине «Здоровая Чувашия» сайтра (www.med.cap.ru) та пĕлме май пур.

– Чĕре-тымар чирĕсенчен вилессин 60 проценчĕ хăрушлăх факторĕсем анлă сарăлнипе çыхăнни паллă. Аса илтерер-ха вĕсене.

– Кардиологсем вĕсене пăхăнтарма май çук тата пăхăнтарма май пур факторсем çине пайлаççĕ. Пĕрремĕшĕ шутне арлăх, ÿсĕм, еткерлĕхе кĕртеççĕ. Енчен те ашшĕ-амăшĕ чĕре-тымар чирĕсемпе чирленĕ, 50 çулччен вĕсен инфаркт аталаннă пулсан, вĕсен ачисен артери гипертонийĕ, чĕре ишеми чирĕ çамрăклах пулма пултараççĕ. Çакă çынна хăйĕн пурнăç йĕркине улăштарасси пирки шухăшлаттарма тивĕç.

Пăхăнтарма май пур факторсен шутне юн пусăмĕ, холестерин, юнри сахăр шайĕ кĕреççĕ. Çавăн пекех – алкогольпе иртĕхни, чĕлĕм туртни, углевод тата липид ылмашăвĕ пăсăлни, самăрлăх, хусканусем сахал туни. Стресс та çак факторсен шутĕнче, унпа кĕрешме йывăр, анчах ку енĕпе ĕçлемелле. Шел те, медиксем тем пек тăрăшсан та, халăх çак факторсене пĕтерессине çав тери начар тимлĕх уйăрать.

2013–2014 çулсенче Раççейре «Пурнăç пульсĕ» тĕпчев ирттернĕ. Ыйтса пĕлнисенчен 50 проценчĕ хăйсем тĕллĕн, кÿршисен, юлташĕсен сĕнĕвĕпе сипленнине кăтартса панă. 40 проценчĕ нихăçан та юн пусăмне тĕрĕслеттермен. Раççейре, вăл шутра Чăваш енре те, çынсен 30 проценчĕн е кашни виççĕмĕш çыннăн юн пусăмĕ пысăк, кашни вунпиллĕкмĕшĕн чĕре-тымар тытăмĕн чирĕ пур. Эппин, чĕре сывăмарлăхĕ – харпăр-хăйне упраманнин кăтартăвĕ.

– Эппин, халĕ врачсен задачисен шутне çыннăн хăçан специалист пулшăвне ыйтма юранине вĕрентесси те кĕрет пулĕ?

– Чĕре-тымар чирĕсем пур пациентсене тупса палăртни çав тери пĕлтерĕшлĕ: мĕн чухлĕ маларах, çавăн чухлĕ лайăхрах. Енчен те çын кăкăр тĕлĕнче, пуç ыратнине туйсан унăн тÿрех участокри терапевт патне каймалла, вăйлах ыратсан – васкавлă пулăшу чĕнмелле. Шăпах пирвайхи 90 минутра нимĕнле мера та йышăнманнипех ĕнтĕ пациентсенчен çуррийĕ миокард инфаркчĕпе вилет. Паянхи куна, республикăри сывлăх сыхлавне модернизациленине пула, васкавлă пулăшу чирлекен патне хăвăртах çитет.

Гипертонипе аптăракансен уйрăмах асăрхануллă пулмалла. Вĕсен пуç, чĕре яланах ыратмасан та пултарать, анчах та ку чир ишеми чирĕн чи хăрушă факторĕ шутланать. Шел те, кунашкаллисем врач сĕнĕвне яланах шута хумаççĕ: юн пусăмне пĕчĕклетме кашни кун эмел ĕçмеççĕ, юн пусăмне тĕрĕслесе тăмаççĕ, ĕçме, туртма пăрахмаççĕ тата ыт. те.

– Медицина пуласлăхĕ – профилактика ĕçĕнче. Анчах нумай чухне аслă çынсен хăш-пĕр пайĕ çине витĕм кÿме пултараймассине ăнланатпăр, эппин, ачалăха ытларах тимлĕх уйăрмалла.

– Паян пирĕн специалистсем сывă пурнăç йĕркине пропагандăлама шкулсене тухса çÿреççĕ. Каламалла, 1–4-мĕш классенче вĕренекенсем сывă апатлану, ÿт-пĕве пиçĕхтересси çинчен каланине лайăх йышăнаççĕ.

Анчах аслисен те ăнланмалла – çемьере сывă пурнăç йĕркине тытса пыни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Ача пĕтĕмпех курса ÿсет-çке. Ашшĕ-амăшĕ ĕçет, самăр, ачине булкăсемпе, фаст-фудпа тăрантарать пулсан ывăл-хĕрĕ те ÿссен çавăн пекех пулать.

Ырă улшăнусем пурри савăнтарать. Çынсен ытларах пайĕ харпăр-хăй сывлăхне упрамаллине ăнланать. Кашни районтах физкультурăпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. Уйăхра пĕр кун – Сывлăх кунĕнче – вĕсене кашниех тÿлевсĕр кĕме пултарать.

– Пĕр енчен, ют çĕршыв технологийĕсем пирĕн пата килни савăнтарать. Тепĕр енчен, врачсене операцисем ытларах тума тытăнни сисчĕвлентерет. Урăхла каласан, чирлекенсен йышĕ чакмасть. Эппин, çĕршыв пуçлăхĕ ку ыйтăва татма медицина ĕçченĕсемпе пациентсен вăйне пĕрлештерес тени тĕрĕс.

– Çапла, сывлăх сыхлавĕн пĕтĕм тĕнчери организацийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, çыннăн сывлăхĕн 10 проценчĕ кăна медицинăран килет, 90 проценчĕ – çынран хăйĕнчен, вăл мĕнле пурăннинчен, ун пурнăç йĕркинчен. Юлашки çулсенче медицинăна нумай укçа хывнă. Анчах та çын хăй тăрăшмасан, ăна нимĕнле мероприяти те çăлса хăвармасть.

Паллах, влаçăн та халăх пурнăçне тăсасси çинчен шухăшламалла. Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕнче Раççей сывлăх сыхлавĕн рейтингĕнче пуçласа пурнăç тăсăмĕ вăтамран 70 çул пулнипе ăнăçлă çĕршывсен йышне кĕнине палăртрĕ. Хальхи вăхăтра ку кăтарту Раççейре те, Чăваш енре те 71 çулпа танлашать. Пирĕн республикăра çывăх çулсенчех пурнăç тăсăмне 74 çула çитерме май пур.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

 
По теме
Детский парк им. А.Г. Николаева приглашает на экологический праздник «Зимний Экодвор. Ледовые просторы» - Газета Сельская Жизнь Оригинал 27 января Детский парк им. А.Г. Николаева и Чувашское отделение межрегионального экологического движения «ЭКА» приглашает чебоксарцев и гостей города на большой праздник «Зимний Экодвор.
16.01.2019
 
Состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов, находящихся в госсобственности Чувашии - Газета Сельская Жизнь   В Минюсте Чувашии состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов недвижимого имущества, находящихся в государственной собственности Чувашской Республики.
16.01.2019
 
Реабилитированным лицам, и лицам, признанным пострадавшими от политических репрессий , постоянно или преимущественно проживающим в Чувашской Республике,
16.01.2019
Жительница села Большие Яльчики Анна Никитична Казначеева отметила 90-летний юбилей - Газета Сельская Жизнь По сложившейся доброй традиции старожилы Большеяльчикского сельского поселения Яльчикского района продолжают получать персональные поздравления с юбилеями от Президента страны В.В.
16.01.2019
Детский парк им. А.Г. Николаева приглашает на экологический праздник «Зимний Экодвор. Ледовые просторы» - Газета Сельская Жизнь Оригинал 27 января Детский парк им. А.Г. Николаева и Чувашское отделение межрегионального экологического движения «ЭКА» приглашает чебоксарцев и гостей города на большой праздник «Зимний Экодвор.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
Жительница села Большие Яльчики Анна Никитична Казначеева отметила 90-летний юбилей - Газета Сельская Жизнь По сложившейся доброй традиции старожилы Большеяльчикского сельского поселения Яльчикского района продолжают получать персональные поздравления с юбилеями от Президента страны В.В.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
  В Минюсте Чувашии состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов недвижимого имущества, находящихся в государственной собственности Чувашской Республики.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
2019-01-12-03.jpg - Газета Грани Такими назвал первые дни 2019 года в нашем городе начальник управления ГОиЧС Новочебоксарска Алексей Ермаков.
16.01.2019 Газета Грани
Следственными органами Следственного комитета РФ по Чувашской Республике завершено расследование уголовного дела в отношении директора и бывшего производителя работ подрядной организации.
16.01.2019 Следственное управление
Дело о гибели двоих рабочих на стройплощадке в Новочебоксарске передано в суд - Интернет-газета Мой город Чебоксары --> Дело о гибели двоих рабочих на стройплощадке в Новочебоксарске передано в суд Рабочих завалило землей во время прокладки ливневой канализации  В Новочебоксарске перед судом предстанут директор и бывший производ
16.01.2019 Интернет-газета Мой город Чебоксары
На режиссерской лаборатории Гильдии режиссеров России у Р.В. Туминаса,  организованном СТД РФ (В первом ряду первый справа – Станислав Васильев,  рядом с ним – художественный руководитель Театра им. Вахтангова Римас Туминас). - Газета Республика На режиссерской лаборатории Гильдии режиссеров России у Р.В. Туминаса, организованном СТД РФ (В первом ряду первый справа – Станислав Васильев, рядом с ним – художественный руководитель Театра им.
16.01.2019 Газета Республика
Narspi.jpg - Газета Грани При поддержке Федерального агентства по печати и массовым коммуникациям в рамках программы “Культура России (2012–2018)”  Чувашское книжное издательство впервые выпустило поэму Константина Иванова “Нарспи” на английском языке.
16.01.2019 Газета Грани
Новому спектаклю быть! - Газета Сельская Жизнь Сегодня в Государственном русском драматическом театре г. Чебоксары началась работа над новым спектаклем по пьесе Лопе де Вега «Учитель танцев».
15.01.2019 Газета Сельская Жизнь
23 января 2019 года в зале Чебоксарского музыкального училища им. Ф. Павлова состоится концерт Чувашской государственной академической симфонической капеллы «Зимняя рапсодия».
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
Сотрудники прокуратуры Новочебоксарска. В центре — прокурор города, старший советник юстиции Виктор  Иванов. Фото Ирины ХАННА - Газета Грани 12 января — профессиональный праздник работников прокуратуры. В этом году главный надзорный орган нашей страны отмечает свое 297-летие.
16.01.2019 Газета Грани
Участница зимних Олимпийских игр — 2018 Лана Прусакова в составе сборной России в эти дни находится во Франции, на этапе Кубка мира по фристайлу.
16.01.2019 Газета Грани
Фото из архива редакции - Газета Грани Так звучат слова Иоанна Крестителя в Евангелии от Матфея. Крещение Господне — один из двенадцати (двунадесятых) важнейших праздников в православии,
16.01.2019 Газета Грани
Министерство экономического развития, промышленности и торговли Чувашской Республики проводит публичные консультации постановления Кабинета Министров Чувашской Республики от 14 марта 2008 года № 62 «Об утверждении Порядк
16.01.2019 Минэкономразвития Чувашии