Ĕçе чунтан пурнăçласан

Оригинал

Çĕнĕ технологисем темле хăвăртлăхпа аталансан та почта çыхăнăвĕсĕр те май çук. Уйрăмах ял-поселокра почтальонсене куç пек кĕтеççĕ. Вĕсем хаçат-журнал, пенси çитернисĕр, тĕрлĕ таварпа тивĕçтернисĕр пуçне çынсемпе чуна уçса та калаçма ÿркенмеççĕ.

Вăрнарти почтамт паян 200-е яхăн çынна пĕрлештерет. Июнь уйăхне коллектив 109 процентлă ÿсĕмпе вĕçленĕ. Пĕрремĕш çур çулти кăтарту 107 процент. Уйрăмах Аçăмçырминчи, Хапăсри, Малти Ишекри, Пăртасри, Вăрманкасри, Ершепуçĕнчи, Кĕçĕн Кипекри, Услапари, Туçи Çармăсри, Чăрăш Ишекри, Çĕрпелти, Енĕшри çыхăну уйрăмĕсем аван ĕçленĕ.

– Йывăррăн пулин те хаçат-журнал çырăнтарассишĕн пурте чунтан тăрăшрĕç. Почта ĕçченĕсене, паллах, ял-поселок çыннисене мухтас килет. Тавах вĕсене хаçат вулама пăрахманшăн, – терĕ Вăрнарти почтамт пуçлăхĕ Геннадий Никитин.

Паллах, ыйтусем те çук мар. Калининăра тата Вăрнарта почтальонсем çитмеççĕ. Районта тĕп почтăна çавăн пекех операторсем, электромеханик кирлĕ.

Профессиллĕ уяв кашнин чунĕнче мăнаçлăх туйăмĕ вăратать. Чылайăшĕ ун тĕлне ведомство тата корпоратив наградисене тивĕçнĕ. Пăртасри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Надежда Викторована Чăваш Республикин Информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Çырăнтару енĕпе ĕçлекен 1-мĕш категориллĕ специалист Полина Иосифова ку министерствăн Тавне тивĕçнĕ. Раççей Почтин Хисеп хăми çинче Вăрнарти çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕн заместителĕн Елена Майорован сăнĕ тивĕçлĕ вырăн йышăнĕ.

«Раççей Почти» ФГУП Хисеп грамотине Малти Ишекри почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхĕ Татьяна Толмасована, Тавне Вăрманкасри çыхăну уйрăмĕн пуçлăхне Надежда Павлована, республикăри управленин Хисеп грамотине Вăрнар почтамчĕн пуçлăхĕн заместительне Ирина Леонтьевана, Тавне Ершепуçĕнчи почта çыхăнăвĕн уйрăмĕн пуçлăхне Елена Игнатьевана панă.

Почта ĕçченĕсен республикăри профсоюз комитечĕн Хисеп грамотисене Чăрăш Ишекри ОПС пуçлăхĕ Римма Григорьева тата производство участокĕн сортировщикĕ Ангелина Багрова илнĕ.

Район администрацийĕн Хисеп грамотипе Хирпуçĕнчи почта пуçлăхне Наталия Николаевана, Ярмушкари тата Енĕшри уйрăмсен почтальонĕсене Надежда Слонована тата Роза Архипована чысланă.

Почта ĕçченĕсене районти «Çĕнтерÿ çулĕ» хаçат редакцийĕ те тимлĕхсĕр хăвармарĕ. Çырăнтару енĕпе туслă, пĕрлешсе тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсемпе тата пурлăх тĕлĕшĕнчен хавхалантарчĕ.

С.ЧИКМЯКОВА.      

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

 
По теме
25 января ежегодно отмечается День российского студенчества. Накануне праздника делимся данными Минобрнауки России и Минпросвещения России.
«Желтый» уровень опасности - Красночетайский район В соответствии с информацией Чувашского ЦГМС: «Ночью 28 марта 2024 года в Чебоксарах и по Чувашской Республике ожидается «ЖЕЛТЫЙ» УРОВЕНЬ ОПАСНОСТИ (северный ветер порывами 15‒18 м/с)».
Красночетайский район
27 марта в рамках кураторских выездов Цивильскую больницу посетила главный внештатный специалист психиатр, внештатный специалист эксперт-психотерапевт, главный врач Республиканского наркологического диспансера Елена Калинина.
Наркологический диспансер
Университет Яковлева инициировал открытие выставки «Сказания Шри-Ланки» - ЧГПУ им. И.Я. Яковлева Сегодня, 27 марта, в Музее чувашской вышивки состоялась церемония торжественного открытия выставки «Сказания Шри-Ланки (Tales of Sri Lanka)» , организованной Чувашским государственным педагогическим университетом им.
ЧГПУ им. И.Я. Яковлева
Спектакль “Анисса” по пьесе чувашского поэта и драматурга Александра Калгана. Фото ДК “Химик” - Газета Грани Вот уже 50 лет народный чувашский театр “Ахрӑм” сохраняет национальные традиции и живительный дух самобытной чувашской культуры.
Газета Грани