Тараватлă Чăваш ен уявĕнче

«Чебоксары Арена» Пăр керменне хальхинче хоккеистсемпе фигуристсем мар, ĕçлĕ çынсем тултарнă. Регионсем хушшинчи «Регионсем: хутшăнса ĕçлессин чикки çук» XXII куравне Чăваш енри тата ытти регионсенчи 200 ытла участник хутшăннă.

Çак форумăн репутацийĕ пысăк. Хальхинче кунта çав тери пысăк технологисем вырнаçтарнă.

Регионсем ушшинчи курава Вăрнар районĕ те çулсеренех хутшăнать. Кăçалхи экспозицире те район пурнăçĕпе аталанăвне туллин çутатнă. Унта Услантăр Енĕшре çуралса ÿснĕ халăх художество промыслĕн мастерĕн Надежда Степанован ĕçĕсемпе-сувенирĕсемпе паллашма май пулнă.

Курав иртнĕ кунсенче экспозиципе Вăрнар районĕнчен тухнă, халĕ республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурнакан ентешсем чылаййăн паллашнă. Унта çавăн пекех Вăрнарти аш-какай комбиначĕн тата хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕн продукцийĕсен куравĕ ĕçленĕ.

 

Шупашкарта «Регионсем, экономика ÿсĕмĕн çĕнĕ çăлкуçĕсем» VIII экономика форумне Итали, Япони, Турци, Англи, Беларусь, Раççей регионĕсен делегацийĕсем хутшăннă.

Пĕрлехи ларăва Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Finjecto компани директорĕ Антон Хреков (Мускав) уçса ертсе пынă, форума килме кăмăл тунă хăнасемпе паллаштарнă. «Шупашкарта çуллен экономика форумĕ ирттересси Чăваш ен пурнăçне кĕрсе вырнаçрĕ. Унта ĕçлĕ çынсем пуçтарăнаççĕ. Унăн аудиторийĕ пур. Чăваш ен пуриншĕн те уçă регион пулнине, ÿсĕмлĕн аталаннине, унта инженери, телекоммуникаци, транспорт инфратытăмне хывнине, республикăн инвестици климачĕ илĕртÿллине тĕнчене пĕлтересси – пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ, – тенĕ республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев. – Иртнĕ эрнере Санкт-Петербургра пулнă Пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕнче федераци субъекчĕсен инвестици климачĕн рейтингĕн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕç. Бизнеса ирĕккĕн аталантарма май тунă 10 регион хушшинче Чăваш ен те пур. Эпир 9-мĕш вырăн йышăнтăмăр».

Юлашки çулсенче тĕрлĕ отрасльти специалистсен квалификацине ÿстерес, çамрăксенчен производствăра кирлĕ кадрсем хатĕрлес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Вĕсене инвестици хывни пурăна-киле обществăна ырлăх-пурлăх кÿрет. Республикăра ятарлă пысăк пĕлÿ илнĕ специалистсем, вăйпитти çынсем çителĕклĕ. Çавнашкал лару-тăрура бизнеса аталантарма никĕс пур.

Паянхи кун тĕлне республикăн – инвестицин 100 проекчĕ. Кашни вăтамран 1,3 млрд тенкĕлĕх.

Федераци органĕсен тивĕçĕ – регионсен экономикине аталантарма май тăвасси. Патшалăх Думи вĕсем чикĕ леш енчи предприятисемпе хутшăнса ĕçленине хавхалантарас тĕллевпе саккун йышăнма хатĕрленет. Вăл Чăваш ене те ют патшалăхсемпе çыхăнусем йĕркелеме пулăшĕ.

 

Чăваш наци конгресĕ ирттерекен Пĕтĕм чăвашсен экономика форумĕ те Республика кунĕн уйрăлми пайĕ пулса тăчĕ.

Вăл пĕлтĕртенпе иртет. Тĕп задачăсен йышĕнче, паллах, ытти регионсенчи предпринимательсемпе бизнес-контакта çирĕплетесси.

Хальхинче те ку енĕпе чылай калаçнă. Сăмахран, Мурманск облаçĕнчи тавар туса илекенсемпе çыхăнусем йĕркелесси пирки алă пусма килĕшÿ хатĕр ĕнтĕ.

Форума хутшăнакансем хамăрăн халăхăн ĕçне тĕнче аренинче çирĕплетмеллине асăннă, кун пек чухне тĕнче бренчĕсене тĕслĕх вырăнне хумаллине палăртнă. Пĕччен, паллах, тупăшаслăх вăйĕ пулмĕ, эппин, пĕр сферăра ĕçлекен предпринимательсен чăваш экономикинче хăйне евĕрлĕ локомотив туса хурасси çинчен шухăшламалла, палăртнă вĕсем. Пуçламăшĕ валли Шупашкарта культура элеменчĕллĕ суту-илÿ центрĕ туса хуни пулăшĕ. Хальхи кризисла лару-тăрура çирĕп тăрас тесен вара субъектсем тĕлĕшĕнчен те, предпринимательсем енчен те инвестицисем хывни кирлĕ.

Регионсемпе ĕçлекен пĕрлехи логистика центрĕ пулмалла, палăртнă форумра.

Унта хутшăнакансем кадрсен ыйтăвне те хускатнă. Уйрăмах ялсенче комбайнерсем, трактористсем, строительсем, платниксем çитмеççĕ. «Пирĕн ялсенче çамрăксем юлманпа пĕрех, çĕрпе ĕçлеме вара специалистем кирлĕ. Хĕрсемпе каччăсене яла тавăраймасан, вĕсен ăс-тăнне ĕçре пирĕн пуласлăх пулнине хывмасан – аграри республикине те, çĕршыва та çухататпăр», – чун ыратăвне пытарман «Вăрнарти хăйминчен уйăрнă типĕтнĕ сĕт завочĕ» тулли мар яваплă общество директорĕ Федор Волков.

Пĕрлехи вăйпа – обществăлла организацисен, бизнес-сообществăсен, влаç органĕсен – кăна мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме, пысăк ĕçсем тума пулать, пĕтĕмлетнĕ форум.

 

Пĕтĕм Раççейри халăх пултарулăхĕн «Раççей çăлкуçĕсем» фестивальне Владимир, Калуга, Мускав, Иваново, Ярославль, Тверь, Рязань, Самар облаçĕсенчи, Крым, Карели, Коми, Мари Эл, Удмурт, Калмăк, Тутарстан тата Модва Республикисенчи 19 коллектив килсе çитнĕ. Беларусь Республикинчи «Светанок» (Шуçăм) ушкăн пултарулăхĕпе савăнтарнă.

Юрă-ташăпа тĕлĕнтернисĕр пуçне тĕрлĕ халăх çынни сцена çине Аслă Çĕнтерĕвĕн 70 çулхи юбилейне халалласа «Вилĕмсĕр полк» акципе сăнÿкерчĕксем йăтса тухни асра юлнă.

«Раççей çăлкуçĕсем» фестивальте пирĕн районпа Калининăри культура çуртĕнчи «Кружевница» ансамбль паллаштарнă.

Фестивале çавăн пекех куçса çÿрекен «Вурнары в солдатской шинели» куравпа Вăрнарти историпе краеведени музейĕ те хутшăннă.

 

Республика кунĕ виççĕмĕш хут Пĕтĕм чăвашсен Акатуйĕпе пĕрлешсе иртнĕ. Шупашкара чăваш диаспорин 10 ытла пултарулăх коллективĕ, çавăн пекех Беларусь Республикинчи хăнасем килсе çитнĕ.

Амăшĕн монуменчĕ умĕнче наци ялне йĕркеленĕ, унта халăх йăлисемпе, вăййисемпе, уявĕсемпе паллашма май пулнă.

 

Республика кунне тĕп хуламăрта çеç мар Канаш тăрăхĕнче те уявларĕç.

Вăл Асхва ялĕ çумĕнчи тÿремре Уй кунне ирттерме хатĕрленĕ инноваци техникисен куравĕнчен пуçланнă. Сухалакан, акакан, выльăх апачĕ хатĕрлекен, тырă выракан, ытти ĕç тăвакан машина-тракторăн 101 тĕсне вырнаçтарнă. Техника куравне ытти çулхинчен пуянрах тăвассишĕн тăрăшни палăрнă. Çакна Чăваш ен Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев уява килсе çитсенех асăрханă. Кураври кашни трактор е комбайн умĕнче чарăна-чарăна тăнă, уйрăмлăхĕсемпе паллашнă.

– Уй-хир ĕçĕн пĕр çĕнтерĕвĕ те çăмăллăн килмест. Районсене тухса çÿренĕ май анасене танлаштаратăп та кăçалхи калча пĕлтĕрхинчен лайăхраххине асăрхатăп. Ку савăнтарать. Выльăх апачĕ хывмалли тапхăр пырать. Ăна ытлă-çитлĕ хатĕрлесчĕ. Куравра çак ĕçе пурнăçламалли техника çителĕклĕ. Хресчен вăл уй-хирте епле ĕçленине курма хăнăхнă. Çĕршывра лару-тăру çăмăл мар пулин те патшалăх кăçал пирĕн агропромышленноç комплексне 2,7 млрд тенкĕ (ÿсĕм – 11:) уйрăма палăртнă. Паянхи кун тĕлне 1,2 млрд тенкĕ куçнă (пĕлтĕрхи çак вăхăтрин 118:), – тенĕ Михаил Васильевич.

Канаш енри Республика кунне РФ Патшалăх Думин вĕренÿ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕн заместителĕ Алена Аршинова, Раççей Геройĕ, ЧР Хисеплĕ гражданинĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Олег Мешков, вице-премьер – ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов хутшăннă.

Алена Аршинова уява пухăннисене чăвашла саламланă.

– Эпир йышпа чухне çеç пысăк ÿсĕмсем тума пултаратпăр, эппин, пĕрле пулар, – тенĕ Алена Игоревна.

Уяв «Урожай» стадионта иртнĕ. Çатан карта тытса çавăрнă «Пурнăç кустăрми» лапамра чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне сăнлакан картишсем йĕркеленĕ. Кунта юрă-ташă хуçаланнă, хаваслă кĕвĕ самантлăха та лăпланман. Кашни ял тăрăхĕ пурнăçăн пĕр енне сăнланă: ача чăкăчĕ, вăйăсем, шăпăрлана пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарни (саман кирпĕч, кĕлте туни, кĕрпе авăртни, çăпата хуçни, чăваш апатне хатĕрлени, выльăх пăхни...). «Иван Яковлев тата чăваш шкулĕ» картишне К.В.Иванов поэт Çулталăкне халалланă. Улах ларни, Сурхури, Салтак ăсатни, Хĕр çураçни, ытти – уйрăм уяв.

Канаш районĕнче иртнĕ Уй кунне Вăрнар район тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсем Валерий Шумиловпа Леонид Николаев ертсе пынипе ял хуçалăх предприятийĕсен, хрсчен-фермер хуçалăхĕсен ертÿçисем, район администрацийĕн ĕçченĕсем те хутшăннă.

«Мураты» ертÿçи Геннадий Спиридонов хуçалăх валли ГАЗ-2507 Next автомобиле туянма килĕшÿ çырнă. Хакĕ – 1 млн та 190 пин тенкĕ.

Çакна та палăртма кăмăллă, курав-демонстрацин тĕп спонсорĕ – «Август» Фирмăн «ВХПЗ» филиалĕ.

 

Канаш районĕнчи Асхва ялĕнче иртнĕ уяври спорт мероприятийĕсене вăрнарсем те хастар хутшăннă. Йывăр атлетика енĕпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанникĕ Максим Шашков, 2-мĕш шкулта вĕренекенскер, кĕçĕн арçын ачасем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă.

Тимĕрçкасси каччи Александр Николаев, Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнче пĕлÿ илекенскер, аслăрах ÿсĕмре чи лайăх результат кăтартнă.

Çамрăк атлетсем районти паллă спортсменсен – Анатолий Авруйскин, Денис Тимофеевăн, Михаил Кузьминăн, Алик Волковăн – ырă традицийĕсене малалла тăсаççĕ. Тренерĕсем – Юрий Агилов тата Анатолий Иванов.

АУ «Редакция Вурнарской районной газеты «Çĕнтерÿ çулĕ» («Путь Победы») Мининформполитики Чувашии

 
По теме
Детский парк им. А.Г. Николаева приглашает на экологический праздник «Зимний Экодвор. Ледовые просторы» - Газета Сельская Жизнь Оригинал 27 января Детский парк им. А.Г. Николаева и Чувашское отделение межрегионального экологического движения «ЭКА» приглашает чебоксарцев и гостей города на большой праздник «Зимний Экодвор.
16.01.2019
 
Состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов, находящихся в госсобственности Чувашии - Газета Сельская Жизнь   В Минюсте Чувашии состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов недвижимого имущества, находящихся в государственной собственности Чувашской Республики.
16.01.2019
 
Реабилитированным лицам, и лицам, признанным пострадавшими от политических репрессий , постоянно или преимущественно проживающим в Чувашской Республике,
16.01.2019
Жительница села Большие Яльчики Анна Никитична Казначеева отметила 90-летний юбилей - Газета Сельская Жизнь По сложившейся доброй традиции старожилы Большеяльчикского сельского поселения Яльчикского района продолжают получать персональные поздравления с юбилеями от Президента страны В.В.
16.01.2019
Детский парк им. А.Г. Николаева приглашает на экологический праздник «Зимний Экодвор. Ледовые просторы» - Газета Сельская Жизнь Оригинал 27 января Детский парк им. А.Г. Николаева и Чувашское отделение межрегионального экологического движения «ЭКА» приглашает чебоксарцев и гостей города на большой праздник «Зимний Экодвор.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
Жительница села Большие Яльчики Анна Никитична Казначеева отметила 90-летний юбилей - Газета Сельская Жизнь По сложившейся доброй традиции старожилы Большеяльчикского сельского поселения Яльчикского района продолжают получать персональные поздравления с юбилеями от Президента страны В.В.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
  В Минюсте Чувашии состоялось заседание рабочей группы по вовлечению в хозяйственный оборот неиспользуемых объектов недвижимого имущества, находящихся в государственной собственности Чувашской Республики.
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
2019-01-12-03.jpg - Газета Грани Такими назвал первые дни 2019 года в нашем городе начальник управления ГОиЧС Новочебоксарска Алексей Ермаков.
16.01.2019 Газета Грани
Следственными органами Следственного комитета РФ по Чувашской Республике завершено расследование уголовного дела в отношении директора и бывшего производителя работ подрядной организации.
16.01.2019 Следственное управление
Дело о гибели двоих рабочих на стройплощадке в Новочебоксарске передано в суд - Интернет-газета Мой город Чебоксары --> Дело о гибели двоих рабочих на стройплощадке в Новочебоксарске передано в суд Рабочих завалило землей во время прокладки ливневой канализации  В Новочебоксарске перед судом предстанут директор и бывший производ
16.01.2019 Интернет-газета Мой город Чебоксары
На режиссерской лаборатории Гильдии режиссеров России у Р.В. Туминаса,  организованном СТД РФ (В первом ряду первый справа – Станислав Васильев,  рядом с ним – художественный руководитель Театра им. Вахтангова Римас Туминас). - Газета Республика На режиссерской лаборатории Гильдии режиссеров России у Р.В. Туминаса, организованном СТД РФ (В первом ряду первый справа – Станислав Васильев, рядом с ним – художественный руководитель Театра им.
16.01.2019 Газета Республика
Narspi.jpg - Газета Грани При поддержке Федерального агентства по печати и массовым коммуникациям в рамках программы “Культура России (2012–2018)”  Чувашское книжное издательство впервые выпустило поэму Константина Иванова “Нарспи” на английском языке.
16.01.2019 Газета Грани
Новому спектаклю быть! - Газета Сельская Жизнь Сегодня в Государственном русском драматическом театре г. Чебоксары началась работа над новым спектаклем по пьесе Лопе де Вега «Учитель танцев».
15.01.2019 Газета Сельская Жизнь
23 января 2019 года в зале Чебоксарского музыкального училища им. Ф. Павлова состоится концерт Чувашской государственной академической симфонической капеллы «Зимняя рапсодия».
16.01.2019 Газета Сельская Жизнь
Сотрудники прокуратуры Новочебоксарска. В центре — прокурор города, старший советник юстиции Виктор  Иванов. Фото Ирины ХАННА - Газета Грани 12 января — профессиональный праздник работников прокуратуры. В этом году главный надзорный орган нашей страны отмечает свое 297-летие.
16.01.2019 Газета Грани
Участница зимних Олимпийских игр — 2018 Лана Прусакова в составе сборной России в эти дни находится во Франции, на этапе Кубка мира по фристайлу.
16.01.2019 Газета Грани
Фото из архива редакции - Газета Грани Так звучат слова Иоанна Крестителя в Евангелии от Матфея. Крещение Господне — один из двенадцати (двунадесятых) важнейших праздников в православии,
16.01.2019 Газета Грани
Министерство экономического развития, промышленности и торговли Чувашской Республики проводит публичные консультации постановления Кабинета Министров Чувашской Республики от 14 марта 2008 года № 62 «Об утверждении Порядк
16.01.2019 Минэкономразвития Чувашии